Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Парик айне пытанса вылятӑп

Сергеева Наталья АлексеевнаЧӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки, режиссер ассистенчӗ, Республикӑн культура институтӗнче студентсене сцена ҫинче калаҫма вӗрентекен аслӑ педагог.

Наташа Сергеевӑна эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче Ҫуюккан ролӗнче курса питӗ тӗлӗннӗччӗ. «Шӑмӑсӑр хӗрача пуль ку», — тесе шухӑшларӑм ун чух. Ҫуюккан каччи тыткӑна лекнӗ чӑваш хӗрне пӗрре курса юратать те савнийӗ тӑвасшӑн ҫунать. Ҫуюккан кӗвӗҫет, ҫапӑҫма пуҫлать, барс пек сиксе ӳкет. Ҫав илемлӗ те вӑйлӑ чӗр чун пекех авкаланать тутар-монгол хӗр ачи, пӗтӗрӗнет, ҫӗҫӗсемпе сулкалашать. Гримпа, тутар хӗрӗн костюмӗпе,.. икӗ хура ҫивӗтлӗскер вӑр та вар ҫаврӑнать, пурҫӑн шӑлаварӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ кӑна… «Вӑт ку чӑн-чӑн искусство!» — тесе шухӑшласа илнӗччӗ ҫав самантра. Эпизодлӑ роль ҫеҫ, анчах нихҫан манми сӑнар хӑварчӗ асра…

Ҫак рольшӑн кайран ӑна Республикӑри професси театрӗсен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗнче «Чи лайӑх эпизодлӑ роль» номинаци ҫӗнтерӳҫин ятне панӑ.

— Наташа, эсӗ вылякан рольсем хӑйне евӗрлӗ. Нумай амплуапа сӑнар калӑплатӑн. Мӗнрен килет ҫакӑ?

— Эпӗ питӗ пластикӑпа, кулӑпа, гримпа, костюмпа, прическӑпа, хамӑн тыткаларӑшпа ӗҫлеме юрататӑп. Ҫапла, манӑн амплуа тӗрлӗрен, эпӗ ухмаххине те, якӑлтине те, усаллине те, курпунлине те, мӑнтӑррине те, сӑпайлине те, илемлӗ рольсене те вылятӑп.

— Хӑв вара пурнӑҫра мӗнле ҫын?

— Эпӗ сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, лӑпкӑ ҫын. Манӑн ҫавӑн пек рольсене ытларах выляс килет. Чи юратнӑ роль – «Атте мана шур пӳрт лартса парас тет» спектакльти Анюк ролӗ. Эпӗ шӑпах ҫавӑн пек ҫын. Ҫав спектакль хыҫҫӑн эсӗ, ун чухне радиокорреспондент, ман пата пынӑччӗ те: «Паян театрта тепӗр ҫӑлтӑр ҫуралчӗ», — тенӗччӗ.

— Астӑватӑп. Чӑнах та, таса чунлӑ чӑваш хӗрӗн сӑнарне илсе кӑларнӑччӗ сцена ҫине...

— Ҫапах та эпир, артистсем, тӗрлӗ роль выляма пултармалла, артист пултарулӑхне ҫакна кура хаклаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пӗр хитре хӗр урампа пырать. Илемлӗ, хитре сӑрланнӑ, хӳхӗм тӑхӑннӑ хӑй. Пӗрре пӑхсан, чипер, интеллигент хӗр теме пулать. Анчах чупа-чупс туртса кӑларчӗ те ҫӑварне чаплаттарса ӗмме пуҫларӗ… Ун ҫине пӑхнӑҫемӗн ҫуралнӑ пӗтӗм ырӑ туйӑм йӑлт сӗвӗрӗлчӗ. Интеллект ҫукки паллӑ. Сцена ҫинче сӑнар тунӑ чухне эпӗ ҫавӑн пек ҫынсенчен тӑрӑхлама юрататӑп. Питӗ кулӑшла пулса тухаҫҫӗ. Ҫавӑн пек рольсем хам ҫумма ан ҫыпҫӑнччӑр тесе вара эпӗ вӗсене парикпа кӑна вылятӑп. Манӑн тем чухлех вӗсем!

— Наташа, артистсем киле чечексӗр каймаҫҫӗ теҫҫӗ. Эсӗ те ҫавах-и?

— Малтан, сӑпайлӑ хӗрсен ролӗсене вылянӑ чухне чечек паракан нумайччӗ. Кайран якӑлти, усал, ухмах ҫын ролӗсене вылянӑ май, амплуа анлӑланнӑҫемӗн сцена ҫинче чечек пама пӑрахрӗҫ. Якӑлтисене чӑваш халӑхӗ юратмасть. Эпӗ, акӑ, сӑмахран, халь «Туй икерчи» спектакльте Глафира рольне вылятӑп. Республика тулашне кайсан ҫакӑн пек рольшӗн мана юратаҫҫӗ. «Глафира, тепре кулса кӑтарт-ха!», «Маттур!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ арҫынсем, сцена ҫине чупса тухса чечек параҫҫӗ.

— Санӑн пурнӑҫри тӗп тӗллев мӗнле-ши?

— Ҫемьепе пултарулӑха пӗр пек пайласси. Нихӑшне те ҫухатас килмест. Иккӗшӗнчен пӗрне суйламалла ан пултӑрччӗ. Ачасене те пӑхмалла, кил-ҫурта тирпейлесе тӑмалла. Упӑшкана тепӗр ачаран та ытларах пӑхмалла, унсӑрӑн …

— Эсӗ ӑҫта паллашнӑ унпа? Вӑрттӑнлӑх мар-и?

— Сергейпе эпир Красноармейски районӗнчи Пикшикри вӑтам шкулта 10-мӗш класра пӗрле вӗреннӗ, ҫавӑн чухне туслашнӑ. Профессипе вӑл инженер-геодезист. Тек ан ыйтӑр ун пирки, урӑх ним те каламастӑп. Хаҫата хамӑр район ҫыннисем вулаҫҫӗ, пурте пӗлеҫҫӗ. Вӑтанатӑп тата куҫӑхасран хӑратӑп.

— Ачусем хӑвӑн ҫулупа утаҫҫӗ-и? Артист пуласшӑн мар-и?

— Асли, Алексей, ашшӗне хывнӑ, Мускаври геодезипе картографи колледжӗнче вӗренет. Кӗҫӗнни, Дима, шкула 3-мӗш класа ҫеҫ каять-ха.

— Наташа, эсӗ кинора та ӳкерӗнетӗн. Мӗнле рольсем пур унта санӑн?

— Владимир Карсаков Ева Лисинан «Атюҫ» хайлавӗпе ӳкернӗ фильмра эпӗ Атюҫ рольне вылятӑп, «Аннене анне тееҫҫӗ» фильмра — усал кин рольне, Надежда Кузьминапа Валерий Иовлев ӳкернӗ фильмра – Капӑр Кулине тата ытти те.

— Артист пурнӑҫӗнче, гастрольсенче уйрӑмах, тем те сиксе тухать...

— «Атюҫ» кинофильмра тӗп героиня килне васкать. Ҫулӗ унӑн — масар урлӑ. Ҫавӑнта ӑна икӗ услап тапӑнаҫҫӗ, мӑшкӑлласшӑн пулаҫҫӗ. Атюҫ тилмӗрет: «Тархасшӑн, ан тивӗр мана, манӑн пӗчӗк ача пур, акӑ сӗт кӗленчи. Выҫӑ ларать вӑл. Хӗрхенӗр, тархасшӑн» — тесе йӑлӑнатӑп. Анчах та лешсем итлемеҫҫӗ. Вара Атюҫ ҫынсенчен пулӑшу ыйтса кӑшкӑрать: «Эй, ҫынсем, вӗлереҫҫӗ, пулӑшӑр, тархасшӑн!»

Малтанхи сценӑсене эпир масар ҫинчех ӳкертӗмӗр-ха, ыттисене — хире тухса. Инҫех те мар вӑрман пурччӗ, унта ҫынсем кӑмпа татса ҫӳретчӗҫ. Хайхисем эп кӑшкӑрнине илтсе пирӗн ҫине куҫ илми пӑхма пуҫларӗҫ. Булаткин калать: «Тата хытӑрах кӑшкӑр-ха, акӑ ҫынсем сана хӑтарма чупса килеҫҫӗ», — тет. Эпӗ тепре кӑшкӑртӑм. Ҫыннисем вара пулӑшас вырӑнне карҫинккисене пӑрахсах тарчӗҫ… Эпир кулса вилеттӗмӗр вӗсенчен.

— Наташа, сцена ҫинче хӑвна телейлӗ туятӑн-и?

— Артист сценӑсӑр пурӑнаймасть. Кашнинчех савӑнса та пӑлханса тухатӑп. Пӗррехинче ҫапла партнерпа вӑрттӑн пӑшӑлтатса калаҫмаллаччӗ пирӗн. Вӑл шӑппӑнрах сӑмах хушрӗ те, эпӗ те шӑппӑн хуравларӑм. Залра пӗр ватӑ карчӑк пӗтӗм зал илтмелле янраттарса ячӗ: «Хытӑрах калаҫӑр-ха, ман хӑлха ним те илтмест!» . Шупашкар район диалекчӗпе калаҫать тата. Пӗтӗм зал ахӑлтатса кулма пуҫларӗ. Хам малтан йӑлт аптрарӑм, аван мар пулса тухрӗ-ҫке. Кулас та килет. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хама хам ҫапла сӑмах патӑм: «Хуть те мӗнле пулсан та эсӗ калаҫни залра илтӗнмелле» — терӗм.

— Наташа, сана ачусем мӗнле чӗнеҫҫӗ?

— Мама.

— Упӑшку?

— Наташенька, тарӑхсан — Наташа!

— Ӗҫре?

— Наташа Сергеева теҫҫӗ.

— Куракансем?

— Героиньӑсен ячӗпе. Хӑҫан мӗнле: е Глафира, е усал кин, е Анюк.

Людмила Сачкова
«Тӑван ен», № 17-18, пуш 11-17


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-03-15 12:02:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2522 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем